Контент патне куҫ

Гипс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гипс
«Пушхир кĕлчечекĕ» гипсĕ, Сахара,
тăршшĕ - 47 см.
Формула CaSO4·2H2O
Сингони Моносавăл
Тĕс Шурă, сăрăпа хĕрлĕ тĕслисем пур
Йĕр тĕсĕ Шурă
Ялтăру Кантăкран перламутра çити
Хытăлăх 1,5—2,0
Çыпăçтарулăх Çав тери тулли
Тачăлăх 2,2—2,4 г/см³
Çутă пăрăнни 1,52

Гипс — сульфатсен класĕнчи минерал, ăшĕнчипе кальций сульфачĕн гидрачĕ(CaSO4·2H2O).

Сӳслĕ тĕрлĕлĕхĕ селенит, тĕшĕлли — алебастр ятлă.

Сӳслĕ гипса (селенит) йӳнĕ ювелир япалисене тунă чухне усă кураççĕ. Алебастр минералĕнчен ĕлĕкренех шултра ювелир япалисене — интерьер валли (вазăсем, сĕтел çийĕсем, чернил савăчĕсем т. ыт. те) — тăваççĕ.


Сарăрах тата тачăрах тĕрлĕ гипс ĕçлемешкĕн лайăх материал шутланать.