Контент патне куҫ

Герасимов Валерий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Герасимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Валерий Васильевич Герасимов
Çуралнă вăхăт 1955, авăн, 8
Çуралнă вырăн Хусан, Тутар АССР, РСФСР, СССР
Пăхăнулăх
Çар ăрачĕ Мотоперевçĕ çарĕсем
Командăланă

Вăта вăрçă тăрăхĕ,

Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп штабĕ
Чыславсем тата парнесем
«Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» IV степеньлĕ орденĕ
Шаблон:Вăрçăри хастарлăхшăн орденĕ
:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орден
:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орден

Вале́рий Васи́льевич Гера́симов (1955, авăн, 8, Хусан çур.) — совет тата раççей çар пуçлăхĕ, Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ.

Валерий Герасимов 2011 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерӳ парачĕн пуçĕнче.

Валерий Васильевич Герасимов 1955 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Хусанта, ĕçтеш çемьинче, çуралнă. Хусанти суворов вăрçă училищинче (1971—1973), Хусанти аслă вăрçă команда училищинче (1973—1977), Бронетанк çарĕсен Р. Я. Малиновский ячĕллĕ вăрçă академинче (1984—1987), Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă çарĕсен Тĕп штабĕн вăрçă академинче (1995—1997) пĕлӳ пухнă.

Хĕсметре курсант, взвод командирĕ, рота командирĕ, батольон командирĕ (Польшăри Çарсен çурçĕр ушкăнĕн 90-мĕш гварди танк дивизин 80-мĕш танк полкĕ), Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕнче батольон штабĕн пуçлăхĕ (1977—1984), ВАБТВ вĕренӳçĕ, Балтиçум вăрçă тăрăхĕнче тата Çарсен çурçĕр-анăç ушкăнĕнче танк полкĕн командирĕ, танк полкĕн штаб пуçлăхĕ - командир çумĕ, гварди мотострелок дивизин штаб пуçлăхĕ (1987—1993) - командир çумĕ (1993—1995) пулнă. 1994 çулхи çӳрла уйăхĕнче дивизие Мускав вăрçă тăрăхне (Ельня хулана) куçарнă чухне ертсе пынă.

Авланнă, ывăла çитĕнтерет.

2014 çулхи ака уйăхĕнче 2014 çулхи Украинăри кризис хыççăн Украина тухăçĕнчи хĕçпăшаллă хирĕçӳпе Крымри пулăмсем хыççăн ăна Европа пĕрлешĕвĕ, çу уйăхĕнче — Канадăн — санкци ят-йышне кĕртнĕ.[1][2]

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Мускав вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем Шаблон:Ленинград вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем

Шаблон:Тĕпштаб пуçлăхĕсем