Герасимов Валерий Васильевич
Валерий Васильевич Герасимов | |||||
Çуралнă вăхăт | 1955, авăн, 8 | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Хусан, Тутар АССР, РСФСР, СССР | ||||
Пăхăнулăх |
| ||||
Çар ăрачĕ | Мотоперевçĕ çарĕсем | ||||
Командăланă | Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп штабĕ | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Вале́рий Васи́льевич Гера́симов (1955, авăн, 8, Хусан çур.) — совет тата раççей çар пуçлăхĕ, Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Валерий Васильевич Герасимов 1955 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Хусанта, ĕçтеш çемьинче, çуралнă. Хусанти суворов вăрçă училищинче (1971—1973), Хусанти аслă вăрçă команда училищинче (1973—1977), Бронетанк çарĕсен Р. Я. Малиновский ячĕллĕ вăрçă академинче (1984—1987), Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă çарĕсен Тĕп штабĕн вăрçă академинче (1995—1997) пĕлӳ пухнă.
Хĕсметре курсант, взвод командирĕ, рота командирĕ, батольон командирĕ (Польшăри Çарсен çурçĕр ушкăнĕн 90-мĕш гварди танк дивизин 80-мĕш танк полкĕ), Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕнче батольон штабĕн пуçлăхĕ (1977—1984), ВАБТВ вĕренӳçĕ, Балтиçум вăрçă тăрăхĕнче тата Çарсен çурçĕр-анăç ушкăнĕнче танк полкĕн командирĕ, танк полкĕн штаб пуçлăхĕ - командир çумĕ, гварди мотострелок дивизин штаб пуçлăхĕ (1987—1993) - командир çумĕ (1993—1995) пулнă. 1994 çулхи çӳрла уйăхĕнче дивизие Мускав вăрçă тăрăхне (Ельня хулана) куçарнă чухне ертсе пынă.
Авланнă, ывăла çитĕнтерет.
2014 çулхи ака уйăхĕнче 2014 çулхи Украинăри кризис хыççăн Украина тухăçĕнчи хĕçпăшаллă хирĕçӳпе Крымри пулăмсем хыççăн ăна Европа пĕрлешĕвĕ, çу уйăхĕнче — Канадăн — санкци ят-йышне кĕртнĕ.[1][2]
Чысланисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей Федерацин Паттăрĕ (2016)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Council Implementing Regulation (EU) No 433/2014 of 28 April 2014. Official Journal of the European Union (29.04.2014).
- ^ http://www.echo.msk.ru/blog/echomsk/1318976-echo/
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арми генералĕсем (Раççей Федерацийĕ) |
||
---|---|---|
Аброськин
| Бакин
| Балуевский
| Баранников
| Баранов
| Барсуков
| Бахин
| Белоусов
| Бобрышев
| Болдырев
| Бортников
| Булгаков
| Герасимов
| Грачёв
| Гребенюк
| Дейнекин
| Дубынин
| Ерин
| Ефремов
| Золотов
| Исаков
| Казанцев
| Квашнин
| Климашин
| Ковалёв
| Колесников
| Корабельников
| Кормильцев
| Корнуков
| Косован
| Куликов
| Кулишов
| Лебедев
| Макаров
| Маслов
| Матюхин
| Михайлов
| Московский
| Муров
| Николаев
| Нургалиев
| Панков
| Патрушев
| Попов
| Поповкин
| Проничев
| Прудников
| Пузанов
| Рогожкин
| Родионов
| Самсонов
| Семёнов
| Сергеев1
| Смирнов
| Старовойтов
| Сыромолотов
| Тихомиров
| Топоров
| Тоцкий
| Трубников
| Шойгу
| Яковлев
| Якубов 1 1997 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнпе — Раççей Федерацин маршалĕсем
|
Шаблон:Мускав вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем Шаблон:Ленинград вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем
Вăта вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем |
|
---|---|
В. В. Чиркин (2010—2012) • В. В. Герасимов (2012 çулта) • в.ĕ. А. В. Дворников (2012-па) |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Хусанта çуралнисем
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 4 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Халахсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем (Беларуç)
- Çар генералĕсем (Раççей Федерацийĕ)
- Вăта вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем (Раççей)
- Ленинград вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем
- Мускав вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем
- Хусанти Cуворов çар училищинче вĕреннисем